Рекламный баннер 990x90px bantop

Чÿк уйăхĕн 18-мĕшĕнче Улатăр районĕнчи Çĕнĕ Эйпеç вăтам шкулне сумлă хăнасем пуçтарăнчĕç. Çак кун чăвашсен

03:08 21.11.2022 16+
пĕрремĕш  драматургне Михаил Филиппович Акимов-Аруя  асăнса шкул çурчĕ çине Асăну хăми уçрĕç. Асăннă мероприятие пуçлăх заместителĕ – организаци пайĕн начальникĕ Фирсова Т. М, культура, национальноçсен, спорт, информаци енĕпе тивĕçтерекен пайĕн начальникĕ Никитина А. Ю., Улатăр районĕн Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Казанцев В. П., ял пуçлăхĕ Лысов Н. Г. тата вĕрентекенсемпе вĕренекенсем хутшăнчĕç. Асăну хăмине уçма Улатăр районĕн  тава тивĕçлĕ вĕрентекенне Борисов Анатолий  Ивановича тивĕçрĕ. 
Чи малтанах шкул директорĕ Богданова В. В. тухса калаçрĕ, М. Ф. Акимов-Аруй тăван ялшăн, халăхшăн питĕ тăрăшнине палăртса хăварчĕ. Ытти хисеплĕ хăнасем те Михаил Филипповичăн ырă ятне асăнчĕç. Шкул ачисем писателĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, хайлавĕсемпе паллаштарчĕç. Мухтавлă ентешсен çулталăкĕ вĕçленсе пынă май хамăр ентешсемпе мăнаçланмаллине, вĕсене яланах асра тытмаллине палăртса хăварчĕ пуçлăх заместителĕ – организаци пайĕн начальникĕ Т. М. Фирсова. #Алатырскийрайон

1278

Оставить сообщение:

АРХИВ ВЫПУСКОВ
Рекламный баннер 300x250px 300na250
МЫ В СОЦСЕТЯХ
Рекламный баннер 300x600px 300na600
ПОЛЕЗНЫЕ РЕСУРСЫ